Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Кӑрлач 2020, 14:01

"Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн волонтерĕсем" проект ĕçлеме пуçлать

Пушкăрт волонтерĕсем Пĕтĕм Раççей халăх çыравне хутшăнма пултараççĕ

Минспорт сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Росмолодежь тата Росстат килĕшĕве алă пуснă, унпа килĕшÿллĕн, пуçласа 2020 çулта Пĕтĕм Раççей халăх çыравне ирттернĕ çĕре 20 пине яхăн доброволец хутшăнма пултарать.
Доброволецсем халăхпа ăнлантару тата информаци ĕçне илсе пыраççĕ, çавăн пекех переписчик пулса даннăйсем пухма пултараççĕ.
Росстат Добровольчество ĕçне аталантаракан регионти центрсемпе пĕрле волонтерсене суйласа илет тата вĕрентет.
«Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн волонтерĕсем» проекта хутшăнакансен шучĕпе вăл 2020 çулта чи пысăк масштаблă пулмалла.
Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн волонтерĕсен шутне çырăнас тесен официаллă сайта кĕмелле.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: