Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Кӑрлач 2020, 15:09

Чăваш Енре библиотекăсене хупни — преступленирен те хăрушăрах

Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ, Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», — тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем.
Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗ-пĕрисенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ.
Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех. Тӗслӗхрен, «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн. Унпа килӗшӳллӗн, 2024 ҫул тӗлне Раҫҫейре муниципалитетсенчи 600 ытла вулавӑша модельлӗ стандартпа тума палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн вара библиотекӑсен сетьне тӑвас опыт пур. Тӗслӗхрен, 2007 ҫулта республикӑри 500 тӗслӗхлӗ вулавӑша пӗрлештернӗ, ҫавна май ялсенче вулавӑшсене ҫӳрекенсен йышӗ 40 процент ӳснӗ.
«Шупашкарти пуҫлӑх тата унӑн команди тӑвакан оптимизаци, ман шутпа, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне оптимизациленинчен хӑрушӑрах. Мӗншӗн тесен пульницӑсемпе поликлиникӑсем кӗлеткене сиплеҫҫӗ, вулавӑшсем вара – чуна», — пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ.
Читайте нас: