Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач 2020, 11:14

Чайка РФ генпрокурор постне пăрахать

РФ Генпрокурорĕ Юрий Чайка хăйĕн постне пăрахать. Çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин асăннă должнăçа йышăнма СК пуçлăхĕн çумне Игорь Краснова çирĕплетме сĕннĕ.
Юрий Чайка генеральлĕ прокурор должнăçне 2006 çултанпа йышăннă. Халĕ вăл çĕнĕ должнăçа куçмалла, мĕнлине — агентствăра уçса памаççĕ. Федераци Совечĕ Президентăн çĕнĕ генпрокурор çинчен сĕнĕвне январĕн 22-мĕшĕнче пăхса тухать.
Юрий Чайка правительство улшăннă хыççăн постне пăрахнă пĕрремĕш силовик пулса тăнă.
Игорь Краснов юстицин генерал-майорĕ. 43 çулхи силовик Станислав Маркелов адвоката тата Анастасия Бабурова журналисткăна вĕлернĕ факта тĕпченĕ, расследовани илсе пынă. Борис Немцов оппозиционера вĕлернине тĕпченĕ çĕре хутшăннă, Анатолий Чубайса вĕлерме хăтланни пирки ĕçе илсе пынă.
РИА Новости.
Читайте нас: