Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач 2020, 16:56

Хăвăрт пăсăлакан апат

Сĕт тата сĕт продукцийĕ тĕрĕс суйламалли сĕнÿсем

Раççей территорийĕнче сĕт тата сĕт продукцийĕ тĕлĕшпе тăратакан требованисене Таможня союзĕн « О безопасности молока и молочной продукции» (ТР ТС 033/2013) Техника регламенчĕпе çирĕплетнĕ.
Хăрушсăр апат суйласа илес тесен, темиçе ансат правилăсене пăхăнмалла:
- чĕркевĕ тикĕс те таса пулмалла;
- чĕркев çинчи информацие апат-çимĕçĕн усăланмалли срокĕ тухиччен пăсăлса пĕтмелле мар çырмалла, ăна вулама çăмăл пулмалла, унта продукт ятне, составне, виçине, парти номерне, хатĕрленĕ вăхатне, усă курмалли срокне, упрамалли условисене, продукта кăлараканăн адресне, усă курмалли сенÿсене, енчен те пĕр е тепĕр самантсенче усă курма юраманни çинчен çырмалла, ГМО пуррипе çуккине, изготовителĕн тавар паллине тата ытти кирлĕ информацие.
Енчен та апат пахалахĕ пирки иккĕлену çуралчĕ пулсан, потребитель таварпа килекен хутсене (документацие) кăтартма ыйтма пултарать. Вĕсен тĕрĕслехне аккредитаци тăвакан Федераллĕ служба сайтĕнче (fsa.gov.ru) пăхма пулать.
Суту-илÿ точкисенче сĕт тата сĕт продукцине упрамалли условисене пăхăннине асăрхăр: çакнашкал продукци хăвăрт пăсăлаканнисен шутне кĕрет.
Палăртнă требованисемпе шайлашса тăман продукци çинчен информацие «Продукция, не соответствующая обязательным требованиям» (http://zpp.rospotrebnadzor.ru/badproducts/violations) сайтра вырнаçтарнă.
Гайса Идрисов,
ПР тăрăх ĕçлекен Роспотребнадзор Управленийĕн Пелепейри территори уйрăмĕн начальникĕ.
Читайте нас: