Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач 2020, 15:53

Пушкăртстанра район администрацине пуçласа хĕрарăм ертсе пыма пуçлать

Киги район администраци тилхепине паянтан Зухра Гордиенко тытса пырать

Вăл муниципалитет пуçлăхĕ пулса тăнă республикăри пĕртен-пĕр хĕрарăм. Унăн кандидатурине вырăнти депутатсен Совечĕ умне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тăратнă.
«Зухра Маулитбаевна Учалăра çуралса ÿснĕ, ĕмĕрĕ тăршшĕпе социаллă сферăра вăй хунă, юлашки 8 çул Учалă район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Вăл хастар та пултаруллă ертÿçĕ, унăн кандидатурине ырлама ыйтатăп», — тенĕ Радий Хабиров.
Регион пуçлăхĕ 4 çул тăршшĕ Киги районне ертсе пынă Шамиль Мухаметдинова тав тунă, ăна Салават Юлаев орденне панă.
«Шамиль Радилович эффективлă ертÿçĕ пулнине кăтартса пачĕ, вăл малашне Уфара Пушкăртстан Патшалăх пухăвĕн аппаратĕнче вăй хурĕ. Республикăн çурçĕр-хĕвелтухăçне аталантарассине уйрăм тимлетпĕр, Киги районĕнче çенĕ социаллă объектсем тăватпăр. Çĕнĕ пуçлăха, енчен те ăна вырăнти депутатсем ырласан, халăхпа тимлĕ те асархануллă пулма ыйтатăп», — палăртса хăварнă Радий Хабиров.
Киги район Совечĕн депутачĕсем Зухра Гордиенко кандидатурине пĕр саслă пулса ырланă, хальлĕхе вăл район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулать.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: