Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач 2020, 11:34
Ветерансем поездпа тӳлевсӗр ҫӳрӗҫ
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукун ҫулӗ акци пуҫарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем поездсемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
#Раҫҫейре
,
#ветерансем
,
#акцисем
,
#уявсем
Читайте нас: