Пысăк çĕршыв саланнă хыççăн колхозсемпе совхозсем пĕтни пĕчĕк ялсене хытă пырса тиврĕ. Ялхуçалăх производстви пĕтсе ларчĕ темелле. Çĕр ĕçне илсе пыма пуçланă тĕрлĕ обществăсем ялсенчи мĕнпур халăха ĕçпе тивĕçтерме пултараймарĕç. Çамрăксем ялсене пăрахса, хуланалла çул тытрĕç. Хушăлка ял Советне кĕрекен Степановкăра та çапла пулса тухнă.
— Паян кунта 26 çурт, вĕсенче газ та, çутă та пур. 17 кил хуçалăхĕнче 20 çын кун кунлать, — каласа парать ялти «чи çамрăк» çын Валерий Константинович, саккăрмĕш çул ял старости пулса вăй хураканскер. — Пирĕн яла 1924 çулта тăватă километр инçĕшĕнче Слакпуçĕнчен куçса килнĕ ултă пĕртăван йĕркеленĕ. Кунта унччен лавкка та, клуб та, медпункт та, пуçламăш шкул та пурччĕ. Халĕ, шел пулин те, çук. Интернет та çук.
Çапах та ял çыннисене канăç паман тĕп ыйту вăл — яла район центрĕпе çыхăнтаракан çул çукки. Степановкăсем Слакпуçне лавккана çÿреççĕ. Ялпа юнашар Куйбышев чукун çулĕ иртет, унта чарăну пункчĕ пур — 1451-мĕш километр. Шăпах çак вырăнтан Уфа — Абдулин электричкăпа Аксакова тата Пелепее апат-çимĕç, тĕрлĕ тавар, тару, медицина пулăшăвĕ илме кайса килме пулать. Çулла кунта çÿресе пулать-ха, анчах çуркунне, шыв-шур вăхăтĕнче яла Пелепей урлă кăна лексе пулать.
Валерий Тимофеев Степановкăра çуралса ÿснĕ, шкул хыççăн Уфари авиаци институтне пĕтернĕ, «Автонормаль» заводра тата Машзаводра вăй хунă. Кунта ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çÿренĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан пурăнма куçса килнĕ.
— Ял-йышпа малтан урамра çутă ирттертĕмĕр, унтан Слакпуçне 3 километр та 300 метр шоссе çулĕ хăпартрăмăр. Чылайăшĕ малтан çакăнтан мĕн те пулин пуласса шанмарĕç. Ĕçе вĕçлерĕмĕр вĕт! Ял çыннисем пулăшнипе (300 пин тенкĕ пухнă) ял масарне декоративлă тимĕр патакпа тытса çаврăнтăмăр. Профнастилпа тытнинчен те матуртарах пулчĕ, ман шутпа! Виçĕ çул каярах ял варринче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă ентешсене чысласа монумент лартрăмăр. Халĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне хăрушă тамăкран тавраннă 22 ентеш хушаматне çырнă стела тăвасшăн.
Валерий Константинович каланă тăрăх, ялта шыв пăрăхĕ çук, кунта кашнин хăйĕн пусă. Çапах та çĕр айĕнчи шыв шайне çĕклетес тесен пĕвесем тумалла пулнă. Хăватлă техника кирлĕ, çапла 100 пин тенке яхăн расхутланă.
— Эпир чукун çулпа мĕнле состав хăш енне тата хăш вăхăтра кайнине пурте пĕлсе тăратпăр, анчах та Пишпÿлекрен питĕ инçĕре. Пирĕн те тĕрлĕ ĕçсемпе район центрне каймалла-çке. Çавăнпа та Республика Пуçлăхне, район администраци пуçлăхне Степановка — Ермолкино çул тума пулăшма ыйтса çыру çыртăмăр. Пулăшма сăмах пачĕç. Шанатпăр тата кĕтетпĕр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.