Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Кӑрлач 2020, 11:28

Путин Раççейре «наставник» пулма хирĕç

Патшалăх пуçлăхĕн шучĕпе çакă икĕ власть пуласси патне илсе килме пултарать.

Раççейре патшалăх пуçлăхĕ çумне «наставник» фигурине кĕртни икĕ власть пуласси патне илсе çитерме пултарать, çакă çĕршывшăн лайăх мар. Çакăн пирки РФ Президенчĕ юнкун студентсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă.
МГИМО студентки тĕлпулура Путинран 2024 çул хыççăн президент срокĕ вĕçленсен мĕн тăвасси çинчен ыйтнă. Вăл Сингапур опычĕпе усă курма сĕннĕ, унта министр-наставник должнăçне кĕртнĕ (ăна экс-премьер Ли Куан Ю йышăннă).
«Эсир эпĕ наставник пуласса шутлатăр-и?» — тенĕ Путин, унтан çакăн пек туни президент институтне ура хума пултарасси пирки асăрхаттарнă.
Патшалăх пуçлăхĕ каланă тăрăх, енчен те пирĕн патра президент çийĕн тăракан тепĕр институт йĕркелесен çакă вăл икĕ власть пулнине пĕлтерет. «Раççей пек çĕршывшăн çакă тĕп тăвакан лару-тăру», — пĕтĕмлетнĕ патшалăх пуçлăхĕ.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: