Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнче сайтсен «шурӑ списокне» хатӗрленӗ. Унта Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ, Раҫҫей Президенчӗн тата Правительствин, РФ Федераци пухӑвӗн икӗ палатин тата федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен тата ҫавӑн пекех 85 регионти правительство сайчӗсем кӗнӗ. Регионсенчи министерствӑсен тата департаменчӗсен сайчӗсене те трафика пӗтермесӗр кӗме май пулать.