Çав йытăсенчен пурте хуçасăр мар, ку пăхсах паллă, хăшĕсен мăйкăч та пур. Вĕсен хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Хăйсем усракан чĕрчунсемшĕн яваплă пулнине пач та ăнланмаççĕ-ши?
Мĕншĕн çав тери йĕркесĕр, ăнкарусăр-ши хăш-пĕр этем? Килти йытта кăкарса усрамаллине чăнах та ăнланмаççĕ-ши е ухмаха переççĕ? Кашкăр евĕр ик-виçĕ йытă усракансем те пур, вĕсене ирĕкре çỹретсе никамран та хăраманнине палăртасшăн-ши вĕсем? Каласа пăх-ха çав этемсене çакăн пирки - хăйсен йыттисенчен кая мар "вĕрсе тăкаççĕ" вĕсем сана. Кун пек этемсем мĕн тери йĕркесĕр хăтланнинчен йĕрĕнес килет кăна.
Çак эрнере район центрĕнче йытăсем йышланса кайни уйрăмах палăрма пуçларĕ. Ирсерен шкула каякан ачасем, ĕçе васкакан çынсем йытă кĕтĕвĕсенчен май пур таран пăрăнарах иртме тăрăшаççĕ. Уйрăмах ачасемшĕн чун шикленет...
Интернет ĕмĕрĕнче пурăннăран халĕ кун пек лару-тăрăва туххăмрах социаллă сетьсенче сỹтсе яваççĕ. Район центрĕнче йытăсен кĕтĕвĕ çỹрени, ачасемшĕн сехре хăпни пирки çырнăччĕ çак кунсенче. Асăрханă тăрăх, кун пек чухне çынсен шухăшĕ яланах икке пайланать: пĕрисем ирĕкре çỹрекен йытăсене тĕп тумалла теççĕ, теприсем кун пек шухăш палăртакансене "чунсăрсем" теççĕ. Хăшин шухăшĕ тĕрĕссине татса калама та хĕн.
Йытăсене шел, çакна пурте ăнланатпăр. Анчах та шкултан таврăнакан ачисемшĕн хăраса "тăватă ураллă тăшмансене" тĕп тума ыйтакан ашшĕ-амăшне те ăнланма пулать. Çавăнпах пулĕ вĕсем ирĕкре çỹрекен йытăсем тĕлĕшпе "мерăсем йышăнма" ыйтса ял тăрăхĕн администрацине те çыраççĕ. Малашне ялсем тăрăх шикленмесĕрех çỹреме пуçласса чунтанах шанас килет.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен яваплăх çинчен манмалла мар, йытă хуçисене саккунпа килĕшỹллĕн çапкаланса çỹрекен чĕрчунсене тытма ирĕк пурри пирки аса илтерсех тăмалла, кирлех пулсан, çирĕпрех мерăсем йышăнмалла.
Хисеплĕ вулакансем, эсир пурăнакан ялсенче ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех? Ирĕкре çỹрекен йытăсем пур-и, сехрене хăпартмаççĕ-и? Редакцине çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр, лару-тăрăва пĕрле уçăмлатăпăр.