Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач 2020, 15:19

Хăвăран студентна сайра-хутра та пулин аса илер

2019 çулта наука гранитне Раççейри 4 миллион ытла çамрăк çын «кăшланă»

Раççейри чи пысăк хуласенче — Мускавпа Санкт-Петербургра — чи нумай студент пулнинчен тĕлĕнмелле мар (10 пин çын пуçне 560 тата 550). Виççĕмĕш вырăнта — Томск: унта 10 пин çын пуçне 548 студент.
Хастартарах, хĕрсем!
2018/2019 вĕренÿ çулĕнче Раççейре бакалавриат, специалитет и магистратура программисемпе 4,2 млн. çын вереннĕ, çав шутра 2,2 миллион хĕр-студентсем пулнă. 2000 çултанпа аслă пĕлÿ илекен хĕрарăмсен шучĕ кашни çул нумайланать.
Пĕлÿ тĕсĕ
2018 çулта Раççей вузĕсенче куçăн йĕркепе 200 пин ытла ют çĕршыв çыннисем вĕреннĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ СНГ çĕршывĕсенчен, Азинчен, Африкăран. Вĕренес тĕллевпе миграци учетне Гондурасран 30 çын регистрациленнĕ, пиллĕкĕшĕ — Антигуа тата Барбударан, Бутан Королевствинчен, Доминикана Республикинчен, Анăç Сахарăран тата Папуа Новая Гвинейăран — пĕрер студент.
Ыранхи кун
Хальхи студентсен тĕп проблеми — вĕрентÿ тата ĕç рынокĕсем хушшинчи уçăмсăрлăх. Вуз пĕтернĕ факт выпускника ĕçе вырнаçма гаранти памасть. «Кăçалхи октябрьте пуçланакан Пĕтĕм халăх çыравĕ студентсемпе çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ — çамрăксен йышне тĕрĕс пĕлни çитес çулсенче мĕн чухлĕ ача çуралассине прогнозлама пулать», пĕлтереççĕ ВПН-2020 Медиаофисне.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, студентсем Халăх çыравне кăмăлласах хутшăнаççĕ. Переписчик пулса ĕçлес текенсем те нумай, вĕсен территорисенчи статистика органĕсене каймалла.
2002 çулта, Пĕтĕм Раççей Халăх çыравĕн даннăйĕсем тăрăх, 19,4 миллион çын аслă пĕлÿллĕ пулнă. 2010 çулхи даннăйсем тăрăх, çав шут 27,5 миллиона çитнĕ.
Пĕтĕм Раççей Халăх çыравĕ цифрлă технологисемпе усă курса 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен 31-мĕшĕччен пырать. Патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) тĕплĕнрех пĕлме пулать. Кил хуçалăхĕсене иртнĕ чух переписчиксем ятарла программăллă планшетсемпе усă кураççĕ. Çырава ятарлă участокра иртме пулать, çав шутра МФЦра.
Медиаофис ВПН-2020
+7 (495) 933-31-94
Читайте нас: