Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач 2020, 15:38

Пишпÿлекри чиркÿ тăррине юсаççĕ

Пишпÿлекри Свято-Троицки чиркĕвен тăррине тĕпрен юсаса пĕтереççĕ

Пишпÿлекри чиркÿ çурчĕ — районти чи кивĕ çуртсенчен пĕри, ăна 1863 çулта тума пусланă. 1968 çулта унта служба ирттерме тытăннă.
— Турăсăр пуçне ним те ĕмĕр-ĕмĕре пымасть, — тет чиркÿ настоятелĕ Владимир атте. — Çурт тăрринчен темиçе çĕртен шыв каять, шалти фрескăсемпе ÿкерчĕксем пăсăлаççĕ. Кăçалхи январĕн 9-мĕшĕнчен çурт тăррине юсама пуçланă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 650 тăваткал метр. Пÿрт тăррин айккисене, карнизсене, купол никĕсне хушма çĕнетрĕç. Ултă кубла метр хăма кайрĕ.
Юсав ĕçĕсен сметисене пачашка хăй тунă. Пишпÿлекри харама киличчен вăл Мияки районĕнче храм настоятелĕ пулнă, унта та юсав ĕçĕсем ирттерме тивнĕ.
— Чиркĕвĕн тул енчи йывăç вагонка та кивелнĕ, çурт никĕсне вырăнĕ-вырăнĕпе сапламалла, пĕр ăшă та тытмасть, — малалла каласа парать Владимир атте. — Строительсем пĕтĕм ĕçе пурнăçлама хатĕр. Строительство материалĕ туянма миллиона яхăн тенкĕ кирлĕ пулать. Укçа-тенке пĕтĕм халăх пухать. Пенсионерсем, прихожансем, уйрăм граждансем укçа хываççĕ. Киров ячĕллĕ СПК 30 пин тенкĕ пачĕ. «Бижбулякский ХРУ треста Газспецстрой» ертÿçи Юрий Павлов 40 пин ытла тенкĕпе пулăшрĕ, район администрацийĕ пулăшать. Пурне те йĕркелесе пĕтерессе шанатпăр. Свято-Троицки храм Пишпÿлек районĕн чаплă вырăнĕсенчен пĕри пулса юлатех.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: