Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Кӑрлач 2020, 16:40

Радий Хабиров паян Мияки районĕнче пулнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Мияки районĕнчи «Маяк» ОООра, Миякинчи «Южный» çурт-йĕр микрорайонĕнче пулнă, Феодосия Пашинана 95 çул тултарнă ятпа саламланă

«Маяк» директорĕ Рустем Тажитдинов предприятинче инвестпроектсене пурнăçлани тата техникăна пĕрмай çĕнетни çинчен каласа панă. Çичĕ çул каярах кунта ĕне фермине реконструкциленĕ, Германинчен голштан ăратлă 165 пуç пушмак 26 млн тенкĕлĕх туяннă. Хуçалăхра 48 çын тăрăшать, вăтам ĕç укçи 23 пин тенкĕпе танлашать.
В хозяйстве работают 48 человек, средняя зарплата составляет более 23 тысяч рублей.
Район центрĕнчи — Миякинчи «Южный» микрорайонта çурт лартма 777 лаптăк уйăрнă, 150 пÿрт тунă ĕнтĕ. 2021 çулта кунта вĕрентÿ учрежденисем тума пуçлама планлаççĕ. Газ кĕртме те пуçлаççĕ. Объектăн смета хакĕ 22,8 млн тенкĕпе танлашать.
Радий Хабиров ял çыннисемпе тĕл пулнă вăхăтра хăрарăмсенчен вĕсен упăшкисем ăçта ĕçленипе интересленнĕ. Тĕпрен илсен, Хĕвеланăç Çĕпĕрте вахта меслечĕпе, — хурав пулнă. Регион пуçлăхĕн шучĕпе çакă — республикăри тĕп проблемăсенчен пĕри, ăна татса памалла, тивçлĕ ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсем тумалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
Читайте нас: