Çак мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ ведомство ертÿçисем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район-хула пуçлăхĕсем, общество хастарĕсем, журналистсем хутшăннă. Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Патшалăх Думин депутатне Олег Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма шаннă. Çав Указпах Михаил Игнатьева ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнчен хăтарнă. Мероприятие уçнă май Игорь Комаров Олег Николаева чăваш çĕрĕнче лайăх пĕлнине палăртрĕ: «Вăл кунта çуралса ÿснĕ, унăн ĕç биографийĕ пĕтĕмĕшле илсен республикăпа çыхăннă».
Полпред Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатса пыма тĕллев лартнине аса илтерчĕ. Çакăн пирки çĕршыв Пуçлăхĕ наци проекчĕсенче те, Çырура та палăртнă. Тĕп тĕллевсен шутĕнче — ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсене анлăлатасси, экономикăна вăйлатасси. «Олег Алексеевич пилĕк ача ашшĕ пулнă май йышлă çемьесене патшалăх енчен пулăшни мĕн тери пĕлтерĕшлине лайăх ăнланать. Вăл Чăваш Енри влаç органĕсенче тата экономика секторĕнче ĕçлесе курнă, регионти лару-тăрăва та, кунти экономика аталанăвĕн майĕсене пĕлет», — тенĕ Игорь Комаров.
Вăл Чăваш Енре ял хуçалăхĕ лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ. Регион Атăлçи тăрăхĕнче çĕр улми, сĕт туса илес енĕпе лидерсен шутĕнче. Чăваш Енре туса илекен ялхуçалăх таварне 37 çĕршыва ăсатаççĕ. Социаллă сферăра та ырă улшăну нумай. Полпред Чăваш Енре юлашки икĕ çулта çĕнĕ пилĕк шкул тата 16 ача сачĕ уçнине каланă. Регионта 3 çултан аслăрах ачасене пурне те садиксенче вырăнпа тивĕçтернине пĕлтернĕ. Тĕллев — 3 çултан кĕçĕнреххисен черетне пĕтересси. Çавăнпа шкулчченхи учрежденисем тата хăпартмалла, хушма вырăнсем йĕркелемелле. Шкулсем тăвас тата пуррисене юсас енĕпе те ĕçлемелле.
Игорь Комаров Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ те йĕркеллĕ аталанса пынине палăртнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ пĕлтĕр 73 çулпа танлашнă. Юлашки 7 çулта 200 ытла ФАП тунă. Васкавлă медицина пулăшăвĕн службин автопаркне тĕпрен çĕнетнĕ.
«2020 çул — Чăваш Еншĕн юбилейлă çулталăк. Регион Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвать. Çавна май власть органĕсен çынсем хăйсен пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулнине туйма пултарччăр тесе тăрăшмалла», — тенĕ Игорь Комаров. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçĕн хăвăртлăхĕпе динамикине сыхласа хăвармаллине палăртнă: «Тата, паллах, регионти йывăрлăхсене татса парас енĕпе тăрăшса ĕçлемелле: уйрăммăн илсен халăх тупăшне пысăклатасси, пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси».
Олег Николаев Раççей Президентне Владимир Путина хăйне шаннăшăн тав тунă. Чи малтан татса памалли тĕллевсен шутĕнче вăл наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнин тухăçлăхне ÿстерессине, Президентăн çу уйăхĕнчи указĕсенче палăртнă кăтартусене чăна çавăрассине асăннă. «Ку енĕпе пирĕн пурин те — влаç органĕсен тата муниципалитетсен, бизнесăн, общество пĕрлешĕвĕсен — тачă çыхăнса ĕçлемелле. Хальхи граждан обществин институчĕсен республикăшăн кашни кун усăллă ĕç тăвас, пĕтĕм шайри бюджетсен кашни тенкипе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештермелле», — тенĕ Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.
Игорь Комаров Олег Николаева çĕнĕ ĕçре ăнăçу сунчĕ. «Чи кирли — халăхпа çыхăну ан татăлтăр, çынсен ыйтăвĕсем тимлĕхсĕр ан юлччăр. Вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать», — çирĕплетнĕ полпред. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Паянах Правительство çуртĕнче Игорь Комаровпа Олег Николаевăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне сÿтсе явнă.
«Хыпар» материалĕсем тăрăх.