Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
31 Кӑрлач 2020, 18:38

Пушкăртстанра çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне 250000 тенкĕ парасси çинчен закон проекчĕ пĕрремĕш вулав иртнĕ

Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕсем республикăри çĕрйĕркелÿ ыйтăвĕсене тивекен закона улшăнусем кĕртессине йĕркелемелли закон проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă.

«Башинформ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, калаçу çул çитмен виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене тата инвалид-ачана ÿстерекен çемьесене (енчен те вĕсен уйрăм çурт лартма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр илме ирĕк пур пулсан) 250 пин тенкĕ тÿлесси пирки пырать.
Кунта тĕп сăмах — «кăмăлĕ пулсан». Чăннипе те çĕр илме ирĕк пур мĕнпур çемьесем те çурт лартма пуçтарăнмаççĕ, вĕсене укçа парсан аванрах. Тепĕр енчен, пĕтĕм инфратытăмпа тивĕçтернĕ таврара çĕр лаптăкĕсем сахал. Енчен те çăмăллăх илме ирĕк пуррисенчен пĕр пайĕ укçа илнĕ пулсан, пуриншĕн те лайăх пулмалла.
Пушкăртстанри Минземимущество даннăйĕсем тăрăх, уйрăм çурт тума валли çĕр лаптăкĕ илме 15 пин тыла çемье черетре тăрать, вĕсенчен 6 пин ытларахăшĕ — Уфара.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: