Енчен те вокзалта, урамра, пĕр-пĕр предприятинче е организацинче,обществăлла транспортра хуçасăр сумка е тĕркев, иккĕлентерекен япаласем асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертÿçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле.