Çирĕклĕ ялне никĕсленĕренпе кунта христиан тата мăсăльман тĕнне ĕненекенсем пĕрле пурăнаççĕ. Çавăнпа та кунта ыттисем пек мар ятсенчен никам та тĕлĕнмест.
Февралĕн 1-мĕшĕнче 90 çул тултарнă Агнисса Давлетовнан хĕр чухнехи хушамачĕ Муртазина пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕн çемйинче улта ача — асли Абдулгарей ывăлĕ, хĕрĕсенчен асли Агнисса пулнă. Давлет Ситрукович, 1904 çулта çуралнăскер, 17-мĕш Гварди кавалери дивизин рядовойĕ 1944 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче пуçне хунă, ăна Польшăра пытарнă. Çав çулхи октябрь вĕçĕнче Абдулгарей Давлетовичăн пурнăçĕ те Аслă Отечественнăй вăрçăн вут-хĕм тамăкĕнче татăлнă. Ĕмĕрлĕхе 18 çулта юлнăскерĕн вилтăпри Литва çĕрĕнче.
— Кукамайăн тата аннен пурнăçĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă йывăр та синкерлĕ йĕр хăварнă, — каласа парать Агнисса Давлетовнан кĕçĕн хĕрĕ Галина Ештукова. — Анне вырăнти çичĕ çул вĕренмелли шкулăн тăвата класне кăна пĕтерме пултарнă, вăл пĕчĕкренех колхозра дояркăра ĕçлеме пуçланă: кĕçĕннисене ура çине тăратмалла, амăшне пулăшмалла пулнă. 1961 çулта виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн анне Сетнер ятлă Çирĕклĕ çыннине качча тухнă. Пирĕн атте Сетнер Ештуков ырă кăмăллă та ĕçчен çынччĕ. Вăл малта пыракан комбайнерччĕ. Атте 1997 çулта пурнăçран уйрăлчĕ.
36 çул пĕрле пурăннă çулсем тăршшĕнче Ештуковсем пысăк çурт туса кĕнĕ, виçĕ ача ÿстернĕ.
Галина Сетнеровна Ештуковсемпе Муртазинсен йăх йывăççине çиччĕмĕш ăру таранччен питĕ лайăх пĕлет, кашни тăванне ятĕнчен, хушаматĕнчен калать. Çакна пурне те ăна амашĕ каласа панă, паллах. Агнисса Давлетовнан астăвăмĕ питĕ лайăх.
— Çамрăкла юрланă юрăсене паянхи кунччен астăвать вăл, — тет Галина. — Хăй вăхăтĕнче анне таврара уçă саслă юрăçă пулнипе палăрса тăратчĕ. Çемьери уявсенче сĕтел çинчи тĕп апат-çимĕç вăл — хуплу. Анне питĕ тутлă пĕçеретчĕ ăна, халĕ унăн рецепчĕпе эпĕ те хатĕрлетĕп. Аннепе аттен тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем нумай. Вĕсен хушшинче — «Ветеран труда» тата «Труженикам тыла за Победу над Германией» медальсем.
Агнисса Давлетовнан тĕп парни — ултă мăнукĕпе мăнукĕсен тăватă ачи.
Çирĕклĕ ял Совечĕ ял тăрăх администрацийĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ Агнисса Давлетовнана юбилейпе саламланă.
Агнисса Ештукован çемье архивĕнчен илнĕ сăнÿкерчĕк.