Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Нарӑсӑн 2020, 16:38

Балансра ноль пулни чармасть

Раççей Президенчĕ Владимир Путин январĕн 15-мĕшĕнче Федераллĕ Пухăва янă çырăвĕнче хамăр çĕршыври социаллă пĕлтерĕшлĕ сайтсене тÿлевсĕр кĕрессине тивĕçтермелле тесе каланă. Тĕрĕсрех каласан, Интернет-трафик катăлмалла мар.

Росстат ертÿçи Павел Малков палăртнă тăрăх, асăннă решени халăх çыравне цифрлă меслетпе ирттерессине çăмăллатать.
Мартăн 1-мĕшĕнчен мобиллĕ интернетпа патшалăх çăмăллăхĕсене (Госуслуги) тата власть органĕсен сайчĕсене кĕрес тесе усăланнăшăн тÿлемелле мар пулать. Вĕсене телефон çинчи баланс нольпе танлашсан е унта «минус» пулсан та кĕме пулать. Интернет-трафик тарификациленмест.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Госуслуги сайтра регистрациленнĕ Раççей гражданĕсем хăйсем халăх çыравне хутшăнма пултараççĕ, вĕсен «Пройти перепись населения» текен çăмăллăха суйласа илмелле.
Цифра технологийĕ 2020 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çыравне ункайлăрах та меллĕрех тăвать: переписчикпа тĕл пулса вăхăт ирттермелле мар, электрон хута кирек хăш вăхăтра та кашни хăй çырма пултарать. 2019 çулта ирттернĕ ыйтăм Раççейри халахăн 52 проценчĕ Халăх çыравне онлайн иртсен аванрах пулать тесе пĕлтернĕ.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: