Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Нарӑсӑн 2020, 11:27

Событисем хăвăрт улшăннин условисенче Путин хăйне шыври пулă пекех туять

Çапла шутлать Президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков

Решенисене пысăк хăвăртлăхпа йышăнни «ку чухнехи пĕтĕм тĕнче ĕçĕсен, пĕтĕм тĕнче политикин, конфликтлă проблемăлла потенциалăн палăрăмĕ» тесе шутлать Президентăн пресс-секретарĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕм тĕнчере тата Раççейре событисем хăвăрт улшăннин условисенче Путин хăйне шыври пулă пекех туять. Вырсарникун «Россия-1» телеканалри «Москва. Кремль. Путин» программăра Президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков çапла каланă.
«Президент власть мобиллĕ, йăрă, эффективлă пулмалла тесе каланă вăхăтра, ман шутпа, вăл хăйĕн ĕç стильне калать. Мĕншĕн тесен вăл хăй çакнашкал темппа ĕçлене чух хăйне шыври пулă пекех туять», — тенĕ вăл. Путин пурне те хăвăрт ăнкарса илет, пĕтĕм машинăна икĕ хут, виçĕ хут хăвăртрах ĕçлеме хистет.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: