Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Нарӑсӑн 2020, 18:09

Уфари Инорс микрорайонта бассейна çитменлĕхсене пула уçмаççĕ

Уфари Инорс микрорайонти çĕнĕ бассейнри мĕнпур çитменлĕхсене строительсем февралĕн 8-мĕшĕччен пĕтерме сăмах панă

Тĕпрен илсен, сакăр хутчен Паралимп чемпионки пулнă Оксана Савченко палăртнă тăрăх, çурт тăрринчен шыв юхма пуçланă, мĕншĕн тесен тăринче листасене лайăх çирĕплетмен. Малтанхи даннăйсем тăрăх, бассейна февралĕн 1-мĕшĕнче официаллă йĕркепе уçмалла пулнă.
«Башинформ» агентство регионри архитектурăпа строительство патшалăх комитетне ыйтăва уçăмлатма ыйтнă. Ведомствăн пресс-службинче объектри строительствăпа монтаж ĕçĕсем (Инорс микрорайонти 25 метрлă бассейн) вĕçленнĕ тесе пĕлтернĕ. Кирлĕ оборудование кăрса лартнă, вăл техника сăнавĕ иртнĕ. Пушкăрт Госжилнадзор комиссийĕ асăрхаттарусем тунисене пĕтерме хушнă. Планпа килĕшÿллĕн, вĕсене февралĕн 8-мĕшĕччен пĕтермелле.
Бассейна малтанхи посетительсем валли февраль вĕçлениччен уçма планлаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: