Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2020, 15:14

Халăх çыравĕнче переписчик пулас тетĕн-и?

Халăх çыравне хутшăнасси пирки решении йышăниччен, претендентăн планшетпа ĕçлеме пĕлнин хăнăхăвĕсене тĕрĕс хакламалла

2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пĕтĕм Раççей иртекен Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕнче ĕçлеме патшалăх статистикин пирĕн районти подразделенийĕн 40—50 çынна ĕçе илемелле пулать. Вĕсенчен пĕри пулас тесен мĕн тумалла?
Переписчиксене çынсене мĕнле ыйтусем памаллине, пĕр е тепĕр лару-тăрура хăйне мĕнле тытмаллине (сăмахран, хваттерте е çурта туй пырать е киленче ачасăр пуçне никам та çук пулсан тата ыт. те) каласа параççĕ.
Вĕрентÿ октябрь пуçламăшĕнче пуçланать, виçĕ куна (кунне 5-шер сехет) тăсăлать.
Кашни переписчика уйрăм участок уйăрса параççĕ (унта çывхартса шутласан 500 çынна яхăн пулать).
Сотовăй çыхăну çук е çутçанталăк условийĕсем начар вырăнсенче переписчикăн йăлана кĕнĕ хут листисене çырма тивет. Ытти самантсенче вăл ятарлă планшетпа усă курать, унта чăн вăхăтри даннăйсене çырать. Переписчиксен кашнин удостоверени пулать, ăна вăл çынсем ыйтсан, паспортпа пĕрле кăтартмалла.
Переписчик пухнă сведенисем çинчен никама та каласа памалла мар. Договорпа килешÿллĕн, переписчикăн пĕр вăхăтрах ытти урăх ĕç-хĕл илсе пыма юрамасть. Çынсенчен вал паспорт е ытти документ ыйтмалла мар.
Переписчиксен ĕçне контролерсем тĕрĕслеççĕ, координацилеççĕ. Çын килĕрен тăрăх çÿресе даннăйсене çырнă-и е хăйсем пуç тĕлешшĕн даннăйсене çырса хунă-и, çакна контролерсем тĕрĕслеççĕ. Явапсăр переписчиксене айăпламалли мерăсем пăхса хăварман, унашкаллисене ĕçшĕн укçа тÿлемеççĕ кăна. Кунсăр пуçне планшетсем çинче GPS-навигаци пур.
Енчен те эсир переписчик пулма шут тытрăр пулсан, сирен Росстат территории органне каймалла. Сирĕн çинчен сведенисене даннăйсен базине кĕртеççĕ. 2020 çулхи сентябрьте сире шăнкăравлаççĕ.
Кашни халăх çыравĕ — асăнмалăх событии, интереслĕ пулăм. Енчен те эсир çамрăк, пурнăç опычĕ илетĕр. Енчен те сирен ĕç опычĕ пур пулсан — эсир пурнăç çине, хăвăр пурăнакан çĕршыв çине çĕнĕлле пăхма пултаратăр.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: