Раççейре 14 тултарман 10 миллион ытла ача Интернетпа усă курни паллă. Куллен тенĕ пекех вĕсем социаллă тĕрлĕ сете кĕреççĕ. Экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пĕлмесĕр кĕçĕннисем хăйсем пирки хыпар пĕлтереççĕ, чылайăшĕ ют çынна хăйĕн тантăшĕ е пĕлĕшĕ вырăнне хурса шанать, чунне уçса пама та хатĕр. Федерацин «Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси çинчен» саккунне йышăнни ахальтен мар. Мĕнлерех информацие сиенлĕ тесе йышăннă-ха унта? Паллах, чи хăрушшисен шутĕнче ачасене психика тĕлĕшĕнчен сиен кÿрсе çынна пурнăçран уйрăлма, сиенлĕ йăлапа (наркотикпа усă курни, пирус тата психотроплă ытти хутăшпа, алкогольпе иртĕнни) туслашма, чĕр чунсемпе çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма, çемье хаклăхĕсене хирĕçлеме явăçтараканнисем тата хистекеннисем. Ачапа çак сиенлĕ информацисем пирки ашшĕ-амăшĕн компьютер патне пыма е телефонпа усă курма пуçласанах вĕрентмелле, ку енĕпе тăтăшах калаçусем йĕркелемелле, сăмахсене пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле. Ача садĕнче тата шкулта педагогсем ку ĕçе малалла тăсĕç. Йĕркеллĕ, тăнăçлă çемьере ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче пĕр-пĕрне шанаслăх пулсан хăрушлăхпа тивĕçтересси чылай ансат.
Ачасене тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хÿтĕлесе вĕсене ырă та йĕркеллĕ çынсем пулма вĕрентсе ÿстересчĕ пирĕн.