Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Нарӑсӑн 2020, 10:53

Халăх çыравĕ никамăн та персоналлĕ даннăйĕсемпе интересленмест

Халăх çыравĕ вăхăтĕнче илнĕ результатсене налук службине те, Пенси фондне те, нимĕнле урăх ведомствăна та памаççĕ

Интернет ĕмĕрĕнче уйрăм çынна кăна тивекен информацие хÿтĕлес ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать.
Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн çырмалли хучĕсем (аса илтеретпĕр, çырав Раççейри тĕп территоринче кăçалхи октябрьте иртет, çитме йывăр районсенче апрельтен пуçланать) пурте анонимлă. Статистиксем цифрăсемпе ĕçлеççĕ, вĕсемпе никĕсленсе ку чухнехи тенденцисене уçса параççĕ, тĕп принцип — çын хăйне хăй мĕнле палăртать. Ансатрах каласан, çынсенчен нимĕнле документ та ыйтмаççĕ, пурне те çын хăй мĕнле калать, çапла çыраççĕ, тĕрĕсрех каласан — çынсене шанаççĕ.
— «Госуслуги» порталпа усă куракансем электрон çырав хучĕсене ятсăр информаци çыраççĕ. Çырав хучĕсенче çыннăн ятне, унăн тупăшне уçăмлатмалли ыйтусем çук, — палăртса хăварать Росстат ертÿçи Павел Малков.
Халăх çыравĕ ирттернĕ вăхăтра нихăçан та информаци виççĕмĕш алла лекнĕ самантсем пулман. Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн даннăйĕсене пĕтĕмлетнĕ тата пичетленĕ хыççăн вĕсене тĕп тăваççĕ.
Пĕтĕм Раççей Халăх çыравĕ цифрлă технологисемпе усă курса 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен 31-мĕшĕччен пырать. Патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) тĕплĕнрех пĕлме пулать. Кил хуçалăхĕсене иртнĕ чух переписчиксем ятарлă программăллă планшетсемпе усă кураççĕ. Çырава ятарлă участокра иртме пулать, çав шутра вырăнсенчи МФЦ офисĕсенче.
Медиаофис ВПН-2020.
Читайте нас: