Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Нарӑсӑн 2020, 13:09

РУСАДА семинар ирттернĕ

Нарӑс уйӑхӗн 3-4-мӗшĕсенче Шупашкарта Раҫҫейӗн допинга хирӗҫ агентстви (РУСАДА) семинар ирттернӗ.

Икӗ кунлӑх вӗрентӗвӗн малтанхи кунӗнче Чăваш Республикин медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗ ӗҫченӗсене йыхравланӑ, тепрехинче — спорт шкулӗсен ертӳҫисене, вӗсен вӗренӳпе спорт енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсене, тренерсене тата спортсменсене.
Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, РУСАДА специалисчӗсем усӑ курма юраман препаратсен списокӗпе паллаштарнӑ, тухтӑрсен яваплӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, допинга хирӗҫ правилӑсене пӑснипе ҫыхӑннӑ йӗркене уҫӑмлатнӑ. Семинара пирӗн республикӑри 600-е яхӑн ҫын, ҫав шутра 400 ытла спортсмен, хутшӑннă, пӗлтерет ЧР Спорт министерствин пресс-служби.
Читайте нас: