Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Нарӑсӑн 2020, 15:58

Çулсене юртан тасатасси — тĕп ыйту

Юлашки кунсенче юр нумай çуса тултарнине пула çулсене тасатасси тĕп ыйтăва çавранчĕ

Район администрацинче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинче çивĕч ыйтусем пулнă: ялсенчи урамсене, çурт çумĕнчи территорисене, çурт тăррисене юртан тасатасси. Юр нумай пулнине пула çурт тăррисене тасатассине уйрăм тимлĕх хунă. Ларăва вĕренту, сывлăх сыхлав, спорт, суту-илÿ, ялхуçалăх, Пишпÿлек районĕнчи Раççей МВД пайĕн представителĕсене чĕннĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх район администрацинчи МП тата ГОЧС секторĕн заведующийĕ Виталий Сергеев, строительствăпа архитектура пайĕн начальникĕ Равиль Мухаметшин, Пишпÿлекри ДРСУ начальникĕ Алексей Никитин сăмах каланă.
Районти çулсене тасатма 19 единица техника тухать, пĕтĕмпе 470 километр çула тасатса тăмалла. Ялсенчи урамсене тасатассишĕн ял тăрăхĕсен администрацисем яваплă.
КЧС председателĕ, район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин районти çул-йĕр службине вăйлăлатнă режимра ĕçлеме хушнă. ЕДДС районти лару-тăрăва пĕрмай мониторинг туса тăмалла, кашни талăкра информаци тăратмалла.
Автомобиль хуçисене питех кирлĕ мар пулсан çула тухма тăхтаса тăма, çутçанталăк прогнозне сăнама хушаççĕ. Тухнă хушăра ăша тăхăнмалла, хăйсемпе тулли зарядкăллă телефон, кĕреçе, трос, бакра çункăç запасĕ пулмалла. Енчен те юр тыткăнне лексен экстренла служба телефонĕпе — 112 шăнкăравламалла.
Сергей ИВАНОВ,
район администрацинчи информаципе анализ пайĕн начальникĕ.
Читайте нас: