Владимир Путин алă пуснă указпа килĕшÿллĕн, Амур облаçĕнчи МВД Управленийĕн начальникне Николай Аксёнова тата Приморский крайĕнчи унăн ĕçтешне Николай Афанасьева ĕçрен кăларнă. Кунсăр пуçне президент указĕпе Мускав облаçĕ тăрăх ĕçлекен Тĕп следстви комитечĕн ертÿçин çумне, юстици полковникне Александр Сарафанова, Чечня Республикинчи МЧС Тĕп управленийĕн начальникне, шалти служба генерал-лейтенатне Руслан Яхьяева должнăçĕсенчен хăтарнă.