Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Нарӑсӑн 2020, 18:27

Эппин, эпир сирĕн пата пыратпăр!

Эсир кунĕн-çĕрĕн ĕçре ирттеретĕр-и? Нихăçта тухма та вăхăт çук-и? Сирĕн учрежденинче литература памалли пункт вырнаçни питĕ мелĕ!

Çынсем кĕнекепе çыхăнăва ан татчăр тесе Пишпÿлекри тĕп район библиотеки ĕçченĕсем кĕнеке вулас хăнăхăва халăхра анлă сарас тесе тĕрлĕ меслетсемпе ĕçлеççĕ. Астăватăр-и Магометпа ту çинчен халăх каларăшне? Ăна урăхлатса каласан: «Вулакан библиотекăна пыраймасть пулсан, библиотекарь вулакан патне пырать».
Хăвăр ĕçлекен вырăнтах кĕнеке илме пулни епле аван. Илетĕр, алă пусатăр, тепĕр эрнерен е уйăхран, вуласа пĕтерсен, кунтах кутăн тавăрса паратăр.
Çакнашкал «передвижкăсем» районти тĕп библиотекăн 32 вырăнта пур, филиалсенче тата 15 уçнă.
— Ку чухнехи авторсенчен Людмила Улицкаян, Сергей Зверевăн, Олег Ройăн романĕсене ытларах ыйтаççĕ, истори литературинчен — «Сибириада» серинчи кĕнекесене, Наталья Нестерован тата Мария Метлицкаян «çăмăл» кĕнекисем хăвăрт «вĕçсе» каяççĕ, — каласа парать тивĕçтерÿ пайĕн библиотекарĕ Элиза Салихова. — Хăши-пĕрисем хăйсем шăнкăравласа пĕр е тепĕр кĕнеке илсе килме ыйтаççĕ. Ремарк, Шукшин кĕнекисене кăмăллаççĕ, «1000 советов», «Приусадебное хозяйство», «Добрые советы», «Крестьянка» журналсем — халăха килĕшекеннисен шутĕнче.
Кĕнеке вулăр, туссем! Телевизор пăхас е гаджетсемпе ларас вырăнне аллăра литература произведенине тытăр! Библиотека инçере мар, эсир уйланинчен чылай çывăхрах!
Гульчачак АВЗАЛОВА,
районти тĕп библиотекăн тивĕçтерÿ пайĕн заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Гульчачак АВЗАЛОВА.
Читайте нас: