Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Нарӑсӑн 2020, 17:21

Хусанкай пуринчен те иртсе кайнă

Хакерсен ӗçӗ ку е сайтри йăнăш — татăклă хурав çук. Тен, чăнах та Чăваш Республики сасăлама хускалнă-ши поэтăмăршăн?

Тутарстанăн чи лайăх 100 çыннине халалланă «Хăвăн ентешÿшӗн сасăла» конкурсра акă ӗнтӗ тăвттăмӗш кун Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай малта пырать. Ку кăтарту сенсаципе пӗр танах. Пирӗн литература корифейӗшӗн сасăлакансен 53 проценчӗ сасă парать.
Петӗр Хусанкай рейтингӗ кӗçнерникун каçран ÿсме пуçланă. Сайтра чи нумай сасă пухнă йӗлтӗрçӗ те 7 пин ытла сасă пухнăччӗ вăл вăхăта. Чăваш халăх поэтне кăмăллакансен шучӗ 680-ран 20 пин çынна çитнӗ. Тепӗр кунне вăл 50 пин ытла сасă пухнăччӗ. Вырсарникун 102 пин сасă пухнă Элкел районӗн мухтавлă ывăлӗ.
Сăмах май, Элкел районӗнче мӗнпур халăха шута илсен те 18 пин ытла çын кăна пухăнать. Тутарстанри чăвашсене мӗнпурне пуçтарсан та 116 пин çын кăна пухăнать. Çапах паяна Петӗр Хусанкай кăтартăвӗ 105 пине çитсе пырать. Вăл сасăлав списокӗнче абсолютлă лидер. Хăçанччен çапла пулать-ши — паллă мар. Çапах кăтарту савăнтарать.
«Сувар».
Читайте нас: