Регионсене кӗҫех 50 млрд тенкӗ пайласа памалла. Кун пирки Марат Хуснуллин премьер-министр пӗлтернӗ. «Халӗ эпир ҫав регионсенчен программа ыйтса янӑ: ку укҫа ӑҫта тӑкакланать, проектпа смета документацийӗ пур-и? Вӑл е ку программӑна хӑҫан пурнӑҫлама палӑртнӑ?»
Хальлӗхе кашни региона миҫешер тенкӗ лекесси паллӑ мар. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кая юлса аталанакан регионсен йышне ҫаксене кӗртнӗ: Алтай, Тува, Карели республикисем, Курган облаҫӗ, Мари Эл, Алтай крайӗ, Псков облаҫӗ, Калмӑк Республики тата Чӑваш Ен.