Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
10 Нарӑсӑн 2020, 13:46

Волонтерсем пулăшма васкаççĕ

Ермолкинта пурăнакан пĕччен ватăсене юр çуса тултарни хăратмасть

— Эпир волонтер пулăшăвне тăваттăмĕш çул çулталăк тăршшĕпе илсе пыратпăр, — каласа парать Ермолкинти культура çуртĕнчи коллектив ертÿçи Наргиза Масабирова. — Çулла çÿп-çап пуçтарма, çум-курăк çумлама, хыт-хура çулма, урамсене тирпей-илем кĕртме пулăшаççĕ. Хĕлле, тĕпрен илсен, пĕччен пурăнакан ватăсен кил картисене, урам умне юртан тасататпăр.
Пирĕн волонтерсем Ольга тата Олег Федотовсем, Руслан тата Розалина Масабировсем, Диана Ермолаева кĕреçе илсе Анатолий Ивановпа Тамара Смолова ветерансем патне васкарĕç. Ĕç малалла та пырĕ. Ачасемпе пĕрле Олеся Федотова тата ялти мĕнпур ырă ĕçсен пуçаруçи Венера Васильева библиотекарь та ĕçлерĕç.
Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Наргиза Масабирова.
Читайте нас: