Ирхине вăл тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти электроаппаратура завочĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Цехсенче çÿресе предприятире туса кăларакан электрооборудование тишкернĕ.
Çакăн хыççăн кунта Олег Николаев республикăн электротехника отрасльне аталантарас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта çÿлте палăртнă министр çумĕ Михаил Иванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Ен электрокластерĕн предприятийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Олег Николаев канашлура сÿтсе явакан ыйту республикăри электрооборудовани хатĕрлекен предприятисемшĕн ку тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлине, вĕсене аталантарсах пымаллине палăртнă.
Михаил Иванов Шупашкарти электроаппаратура завочĕн, ытти предприятин произодствăна ÿстерессипе, продукци рынокне анлăлатассипе сĕнÿсене министерствăна çитерме ыйтнă.
Олег Николаев канашлура панă сĕнÿсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсене Раççей промышленноç тата суту-илÿ, Энергетика министерствисене çитереççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ: Юрий МИХАЙЛОВ.