Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Нарӑсӑн 2020, 18:28

Шкулсенче Çветтуй Валентин кунне палăртма юрамасть

Патшалăх Думинче шкулсенче Юратакансен кунне палăртма чарма сĕннĕ

Патшалăх Думин депутачĕ Виталий Милонов Раççей шкулĕсенче Юратакансен кунне палăртма чарма сĕннĕ. Ун шучĕпе, çак уяв шкул ачисенче чăн юрату çинчен тĕрĕс мар шухăшсем йĕркелет, пĕлтерет РИА Новости.
Пуçарăва РФ Вĕрентÿ министрне Сергей Кравцова хак пама ыйтнă. Депутат çырнинче уявра нимĕнле тарăн шухăш та, философи ăслăлахĕ те çук, тенĕ.
Депутат Юратакансен кунĕ пирĕн çĕршыври культурăпа шайлашса тăмасть, çамрăксене гармониллĕ аталанма хăрушлăх кăларса тăратать. Милонов юлашкинчен çак уяв чăн-чăн туйăмсене сăнласа памасть.
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: