Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Нарӑсӑн 2020, 18:59

«Турра пур япалашăн та тав тума вӗренни пӗлтерӗшлӗ»

Игнатий владыка Аксура чăвашла та проповедь ирттернӗ

Февралӗн 10-мӗшӗнче — Феодосий Тотемские асăнмалли кун — Чистайпа Анат Кама епископӗ Игнатий Тутарстанри Аксури Феодосий Тотемский преподобнăй храмӗнче служба ирттернӗ. Çак тӗлпулăва Аксупа Нурлат, Чистай, Элкелпе Спасски, Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм районсен благочиннăйӗсем пухăннă.
Феодосий Хаяр Иван вăхăтӗнче Тотьма юханшывӗ çумӗнчи мăнастырь никӗслекенӗ тата унăн настоятелӗ пулса тăрать. Унта тăвар вӗретнӗ пулнă. Вилнӗ хыççăн ун тупăкӗ умӗнче тӗлӗнмелле япаласем пулса иртме тытăнаççӗ. Настоятеле мăнастырь çӗрӗ çинчех пытараççӗ. 1796 çулта Вознесенски чиркӗвне çӗнӗрен тунă вăхăтра Феодосийӗн вил тăпри чавăнать. Ун ÿчӗ çӗрменнине асăрханă хыççăн ăна пахаласа мăнастырьте вырнаçтараççӗ.
Литургия вӗçленсен архиерей ӗненекенсемпе вырăсла тата чăваш чӗлхипе проповедь ирттернӗ. «Турра пур япалашăн та тав тума вӗренни пӗлтерӗшлӗ. Енчен те этем хăйӗн пурнăçӗнче пулса иртнӗ хурлăхсемшӗн те Турра тав тума хăнăхсан, Çÿлти Аттемӗр ăна хирӗçле тав тума тытăнать, пулăшу аллине тăсать», — тесе каланă Игнатий епископ. Вăл пухăннисене часах Аслă типӗ пуçланасси çинчен аса илтернӗ.
«Сувар» хаçатран.
Чистай епархийӗн информаци уйрăмӗн сăнÿкерчӗкӗ.
Читайте нас: