Чылай çул вăл мамăк пуçтарнă çĕрте тăрăшнă. Пенсие тухсан та çак ĕçе пăрахман. Фатима — сакăр ача амăшĕ, унăн 200 яхăн мăнук, кĕçĕн мăнук. Пĕрремĕш упăшкирен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунăскертен, виçĕ ачапа тăрса юлнă вăл. Хĕрарăм иккĕмĕш хут 58 çулта çемьеленнĕ, 5 ачана пурнăç парнеленĕ. Чи кĕçĕннине 66-ра çуратнă. Ачисем каланă тăрăх, амăшĕ нихăçан та кĕнеке вуламан, политикăпа интересленмен.