Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
14 Нарӑсӑн 2020, 13:11

Пуринчен ытларах упа, шăши тата йытă сăнарĕсем пулнă

Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн талисманне ÿкерессипе конкурс ĕçĕсене йышăнма чарăннă. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ илет.

Февралĕн 11-мĕшĕнче Халăх çыравĕн официаллă сайтĕнче Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн талисманĕшĕн сасăлав уçăлнă.
Талисман Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ çĕршыв пуласлăхĕшĕн пĕлтерĕшне уçса памалла, Раççейри кашни çыншăн ăнланмалла та çывăх пулмалла. Конкурса çĕршыври 74 регионран 900 ытла ĕç тăратнă. Ытларах чухне авторсем упа, шăши, йытă сăнарĕсемпе усă курнă. Чылайăшĕсемшĕн кайăк малти вырăнта пулнă. Сĕннĕ персонажсен хушшинче 20 чарлан, 15 филин, пĕр кăвакал чĕппи пулнă.
Сасăламалли шорт-листа пуринчен ытларах сасă пухнă ÿкерчĕксенчен 10 процентне кĕртеççĕ. Финалиста профессионаллă жюри суйлать. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ илет, унăн ĕçĕ Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн талисманĕ пулса тăрать.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене февралĕн 28-мĕшĕнчен кая мар ВПН-2020 конкурсĕн официаллă страницинче пичетлеççĕ.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: