Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Нарӑсӑн 2020, 15:33

Афган вăрçин ветеранӗ çӗнӗ кӗнеке кăларнă

Февралӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Анатолий Хмыт çыравçăн черетлӗ «Тӗлленмен тӗлӗк» ятлӑ кӗнекин презентацийӗ иртет.

Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) Тутар АССР-не кӗрекен Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралнӑ. Афган вăрҫин ветеранӗ. Хӗсмет хыҫҫӑн Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫленӗ, унтан шкула куҫнӑ. 2003 ҫултанпа ЧР Тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Литературӑра Анатолий Хмыт ҫӗнӗ ҫын мар. Хайлавӗсем «Суварта», «Тӑван Атӑлта» пичетленнӗ, уйрӑм кӗнекен тухнӑ. Поэзире те, драматургире те унӑн пултарулӑхӗ Афган вӑрҫи тавра «явӑнать». Черетлӗ саккăрмӗш кӗнекене ҫыравҫӑ хайланӑ повеҫсемпе калавсем кĕнĕ, вӗсенче те автор ҫавӑнти пулӑмсене сӑнарлать.
«Сувар».
Читайте нас: