Раççей МИД лингвистика тивĕçтерĕвĕн департаменчĕн советникĕ Алексей Садыков хăшпĕр калаçусем «совершенно секретно» грифпа пыни, çавăнпа та вĕсем пирки переводчиксем никама та каласа паманни çинчен пĕлтернĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин вăл мĕн каланине мĕнле куçарнине уйрăм тимлет, хăй каланă сăмахсен ют чĕлхесенчи версине тĕрĕслеме те пултарать. Çакăн пирки Раççей МИД лингвистика тивĕçтерĕвĕн департаменчĕн советникĕ Алексей Садыков «Россия-1» телеканалти «Москва. Кремль. Путин» кăларăмра каласа панă. Пĕррехинче Садыков ывăннине пула куçарнă чух ăнсăртран урăх çĕршыва каланă. «Вăл (Путин) ман енне çаврăнчĕ те çирĕп каларĕ: «Мана тимлĕ итле!», — каласа панă Садыков.
Раççей МИД лингвистика тивĕçтерĕвĕн департаменчĕн виççĕмĕш секретарĕ Наталья Красавина палăртнă тăрăх, хăшпĕр куçарусем врач вăрттанлăхĕпе танлашаççĕ, çавăнпа та вĕсен конфиденциальнăçа пăхăнмалла. Красавина чĕрĕ калаçу мĕнле пулассине çийĕнчех каласа пулмасть, çавăнпа та йăнăшсем те пулма пултараççĕ, тенĕ. Раççей МИД лингвистика тивĕçтерĕвĕн департаменчĕн иккĕмĕш секретарĕ Сергей Чудинов каланă тăрăх, переводчик тĕрĕс мар илтме те пултарать-çке. Анчах çакă вăл ĕçлĕ самант пулнине манмалла мар.
Хăшпĕр чухне Раççей Президенчĕ каланине мĕнле куçарнине халăх нумай сÿтсе явать. 2019 çулхи декабрьте Путин «Донбасс порожняк не гонит» тесе каланине «Донбасс ерунды не говорит», тенĕ пек куçармалла пулни пирки чылай калаçнă.