Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Нарӑсӑн 2020, 11:57

20.02.2020 илемлĕ дата: нумерологсем çулталăкри чи вăйлă кун пирки каласа панă

2020 çулхи февральте çийĕнчех виçĕ тĕкĕрлĕ илемлĕ дата пур: 02.02.2020, 20.02.2020 и 22.02.2020

Нумерологсен шучĕпе, çаксем çулталăкри чи вăйлă кунсем пулаççĕ. 20.02.2020 числон уйрăм энергетики аркану тата çĕннине тумалли пулма пултарать. Çак датăра уйрăм код пытаннă, имĕш. Кашни цифрăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ, вĕсен комбинацийĕ пурнăçри тĕрлĕ аспектсене тивекен матрица йĕркелет. «2» — кирлĕ çул-йĕре ямалли энергие пĕлтерет. Управленецсен, бизнесменсен, спортсменсен — вăйлă энергетикăллă, ыттисем çине витĕм кÿме пултаракансен вăхăчĕ çитет.
Февралĕн 20-мĕшĕ çын пурнăçĕнче çĕнĕ цикл пуçламалли точка пулма пултарать. «2» финанс ăнăлахне илсе килет, тесе шутлаççĕ нумерологсем. Кăмăл-туйăм тĕлĕшенчен те вăл стабиллĕ мар.
Пушкăртстанра 20.02.2020 датăра мăшăрланма шут тытнисен шуче нумайланнăçем-нумайланать. ЗАГСсене çак кун регистрациленме 262 заявлени панă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: