Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
19 Нарӑсӑн 2020, 18:57

«Макфа» пек макарон кӑларнӑшӑн 10 млн шыраса илесшӗн

Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн.

«Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ.
Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ.
Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле.
Читайте нас: