Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Нарӑсӑн 2020, 18:44

Тĕп професси йĕркере — «вăрă-рецидивист» тесе çырнă

Кăçалхи октябрьте Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ иртет. Кăштах ыйту историнчен

Пирĕн çĕршывра чи пĕрремĕш пĕтĕмĕшле халăх çыравĕ Раççей империйĕнче 1897 çулта пулнă. Иккĕмĕшĕ — 1920 çулта РСФСРта, анчах Граждан вăрçине пула пĕтĕм çĕршыв территорийĕнче иртеймен. Совет саманинче халăх çыравне 1926 çулта йĕркеленĕ. Иртнĕ ĕмĕрти çирĕммĕш çулсене çĕршыври статистикăн ылтăн тапхăрĕ теме пулать. Ильфпа Петров «статистика пурне те пĕлет» тесе тĕп-тĕрĕс калани шăпах çав вăхăта тивет. 1926 çулхи çырав хутĕнче 15 пункт пулнă: арлăхне, ÿсĕмне, нацине, тăван чĕлхине, çемье йышне, çырма-вулама пĕлнине, ÿт-пÿ кăлтăкĕсене тата ыттине çырмалла пулнă. Акă мĕн интереслĕ — ун чухне «деклассированнăй элементсем» те çырава хастар хутшăннă. «Тĕп професси» йĕркере вĕсем тĕрĕсне çыртарнă — «вăрă-рецидивист» е «проститутка».
Халăх çыравне ирттернĕ çĕре тĕрлĕ çулсенче Лев Толстой тата Антон Чехов хутшăннă.
Медиаофис ВПН-2020.
Читайте нас: