— Чĕлхесем пирки ыйту анлăрах пулать, унта тĕплĕнрех каламалла — Раççей халăхĕсен хăш чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă кураççĕ тата мĕнле ют чĕлхе пĕлеççĕ. Çакă наци чĕлхисен шутне пĕлме май парать тата хăш чĕлхесене упраса хăвармалли мерăсем халех йышăнмалла.
Тупăшсем пирки ыйтни яланах çивĕч шутланать. Анчах кунта çакна манмалла мар: даннăйсене налук службине никам та памасть. Сирĕн официаллă ĕç укçи е эсир ăна конвертпа илетĕр — каламалла мар, мĕншĕн тесен бланксенче унашкал ыйтусем çук. Миçе тенкĕ илнине те никам та ирĕксерлесе ыйтмасть. Çынсен тупăш çăлкуçĕсене кăна палăртмалла — ĕç укçи, пенсии, дивидентсем, социаллă пособи, стипенди тата ытти те.
Ĕç миграцийĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Вăл республикăри, çĕршыври, Раççей тулашĕнчи ĕç потенциалĕ мĕнле куçнине хак пама май парать. Маятник миграцийĕ текен ăнлав та пур — çын хула çумĕнче пурăнать, укçа ĕçлесе илме куллен хулана çÿрет. Вахта, сезон ĕçĕ пуррине те шута илмелле.