Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн 2020, 16:24

Белорецк районĕнчи «Мраткино» курорта аталантарма 7,6 млрд тенкĕ хывма палăртнă

Пушкăртстан правительствинчи «Инвестчас» вăхăтĕнче «Садовое кольцо» ГК Белорецк районĕнчи пĕтĕм сезонлă «Мраткино» курорт кластерне аталантармалли инвестици проекчĕн параметрне пĕлтернĕ.

Проект хакĕ 7 млрд та 663 млн тенкĕ, патшалăхпа уйрăм çын форматĕнче пурнăçламалли срок — 2020-2046 çулсем (2020-2022 çулсенче — строительство).
Публичнăй партнер — концедент вырăнĕнче Пушкăртстан правительстви. Бюджетсен софинансированийĕ 3,334 млрд тенкĕпе танлашать: республика бюджечĕ 1,787 млрд, федеральлĕ 1,191 млрд, 365,5 млн тенкĕ — тăкаксене саплаштармалли субсиди. Концессионер 4,687 млрд ытла тенкĕ хывать — 941,5 млн тенкĕ хăйĕн укçи-тенки 3,744 млрд ытла тенкĕ заем укçи-тенки.
— Раççей Минэкономразвитине кредитăн процент ставкине чакарма (5 %) ĕнентерме пултартăмăр, çакă проекта хушма 1,5 млрд тенкĕ парать, — пĕлтернĕ «Садовое кольцо» директорĕсен Совечĕн председателĕ Сергей Колунов.
Пушкăртстанри Патшалăх туризм комитечĕн ертÿçи Салават Нафиков проекта ырласа, малашне «Мраткино» тата «Банное» курортсне Кыркты ту урлă 15 километрлă çулпа çыхăнтарма май пуласса шаннине пĕлтернĕ. Ун шучĕпе, çакă туризм кластерĕн логистикине лайăхлатмалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: