Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн 2020, 17:28

Правительствӑра хӗрарӑмсем йышланнӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те.

«Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗ илнисем те йышланнӑ.
Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннă. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта.
Читайте нас: