Канашлăва «Пещера Шульган-Таш» Историпе культура музей-заповедникĕн директорĕ Фаузиль Маликов тата Мурат-Тугай таврашĕнче тăвакан музей комплексĕн тĕп архитекторĕ, «Архтамга» проект бюровĕн ертÿçи Рустам Алибаев хутшаннă.
«Земля Урал-батыра» чаплă вырăнсене аталантарассипе ĕçлекен проект ушкăнĕн ертÿçи Рустам Алибаев пухăннисене эскиз проекчĕпе паллаштарнă.
Мурат-Тугай турист вырăнĕнче 200 машинăпа 10 автобус лартма парковка, кану центрĕ, суту-илÿ тата апат çимелли павильонсем, спорт тата ача-пăча площадкисем, 30 номерлĕ хăна çурчĕ, Wi-Fi тата çутă ирттернĕ кемпинг зони тата ыттине тума планлаççĕ.
Агидель юханшыв çыранне те тирпей-илем кĕртмелле, унта катамарансем валли ункайлă причал тата понтом пристанĕ, пляж зони пулать.
«Шульган-Таш» историпе культура музей комплексĕн таврашĕнче турист зонине аталантармалли генераллĕ проект планне Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров хушнипе ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Бурзян районĕнче турист зони йĕркелес ыйтăва 2019 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ «Строительство сехетĕнче» пуçласа пăхса тухнă пулнă.