Ку уяв — пирĕн халăх мĕнпур ăру салтакĕ умĕнче пуç тайнине, вĕсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне сума сунине кăтартакан пулăм. Тăван çĕршыва юратни пире çывăхлатать, пĕрлештерет, патшалăха вăйлатать, тулаш хăрушлăхсене хирĕç тăма хăват парать.
Паян эпир çирĕп кăмăл-туйăмлă, хăюллă та харсăр, патшалăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен паттăрсене чыслатпăр. Ыранхи кун тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕпе шанчăклăхĕшĕн яваплăха туйса тăракан Çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен çемйисене çак сумлă уявпа саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр!