Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
25 Нарӑсӑн 2020, 12:38

Кашниех хăйĕн ĕлĕшне хывмалла

2020 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн уйрăмлăхĕсем çинчен ПР Патшалăх статистикин федераллĕ службин ертÿçи (Пушкăртстанстат) Акрам ГАНИЕВ каласа парать.

— Акрам Мухаметович, кăçалхи халăх çыравĕ çĕршыва сахалтан та 33 миллиард тенке кайса ларать. Пире мĕн тума кирлĕ çакă?
— Пирĕн обществăри лару-тăрăва сăнласа паракан питĕ нумай усăллă та кирлĕ информаци пухатпăр. Халăх шутне, кил хуçалăхĕсен шучĕпе çемьесен йышне, наципе чĕлхе, пĕлÿ шайĕ, миграци, мăшăрлану çинчен даннăйсем тата чылай ыттине те пĕлетпĕр. Илнĕ сведенисем патшалăх статистикине калибрлама май парать, çавна май влаçăн мĕнпур шайĕсенче йышăнакан решенисен эффективлахне ÿстереççĕ. Росстат пуçлăхĕ Павел Малков палăртнă тăрăх, халăх çыравĕ обществăн цифрлă профильне йĕркелет, вăл пысăк майсем уçса парать: анализ тума, пĕтĕмлетме, плансем тума, решенисем йышăнма, малалла шанчăклăрах утма. Кăçалхи халăх çыравĕ «Создаем будущее!» девизпа иртет. Унта хутшăнакан кашни çын пирĕн пĕтĕмĕшле малашлăха тумалли пысăках мар пулин те, хăйĕн паллă ĕлĕшне хывма хатер пулмалла.
Медиаофис ВПН-2020.
Читайте нас: