Путин буддизма пăхăнакансен пысăк уявĕ çутçанталăк çĕнелнине тата çын килĕшÿлĕх патне ăнтăлнине кăтартса пани çинчен каланă. Вăл çак уяв тĕне ĕненекенсене çак авалхи тĕнĕн кăмăл-сипет тата туйăм никĕсĕсемпе çывхартать, унăн нимпе танлашайми хаклăхне тĕпе хурать тесе хушса хунă.
«Раççей буддисчĕсем мăн асаттесен йăли-йĕркине ăруран ăрăва парса пыни тата типтерлĕ упрани питĕ кирлĕ. Буддизм общинисем çĕршыв пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, нацисем тата тĕнсем хушшинчи килĕшÿлĕхе пысăк ĕлĕш хываççĕ, патшалăх тата обществăлла организацисен хушшинчи тухăçлă калаçăва тĕреклетессине тимлеççĕ», — тенĕ телеграммăра.