Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Нарӑсӑн 2020, 13:00

«Кÿршӗсем. Юлташсем. Ҫапла пултăр!»

Гонкăччен пӗр кун маларах Тольяттире массăллă спорта тата ачасен спортне аталантарассине халалланă Атăлçи округӗн канашлăвӗ иртнӗ.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Тольяттире федерацин Атăлçи округӗн кубокӗшӗн иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Унта вӑл Пушкӑртстан Республикин Пуçлăхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулнӑ. Тӗл пулнӑ саманта хăйӗн Instagram страницинче Пушкăртстан Пуçлӑхӗ вырнаҫтарнӑ. «Кÿршӗсем. Юлташсем. Ҫапла пултăр!» — тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.
Ăмăртура Атӑлçи округри регионсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ, вӗсем LADA Vesta Sport автомобильсене "Автовазӑн" полигонӗнчи пӑр трасса ҫинче тӗрӗсленӗ.
2,5 километрлӑ ункӑллӑ трассӑра икшер машина ӑмӑртаҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн пӑрлӑ ҫулӗпе тапранать. Машинасене юрлӑ бруствер кӑна уйӑрать.
Гонкӑччен пӗр кун маларах Тольяттире масӑллӑ спорта тата ачасен спортне аталантарассине халалланӑ Атӑлҫи округӗн канашлӑвӗ иртнӗ.
Канашлу умӗн РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тата регионсен ертӳҫисем АвтоВАЗӑн тӗп конвеерӗнче ятарлӑ автомобильсен серийӗпе паллашнӑ, завод трекӗнче ҫӗнӗ Lada машинасене тӗрӗсленӗ. Гонкӑра Рустам Минниханов ҫӗнтернӗ.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: