Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Нарӑсӑн 2020, 12:18

Ляйсян 11-мĕш вырăнта

Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн талисманĕсен шутĕнче Пушкăртстан Республикинчи Ляйсян Аминован ÿкерчĕкĕ те пур.

Ÿкерчĕк çинчи почта кăвакарчăнĕн кăкăрĕ çине ВПН 2020 тесе çырнă, мăйĕ çинче — çырав символики тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк çынсем.
Конкурс правилисемпе килĕшÿллĕн, вăл Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн талисманĕн ÿкерчĕкне сайт çинче кăларнă. Конкурса тăратнă 873 ĕç хушшинче Ляйсян 11-мĕш вырăнта, ăна 205 çын «лайк» лартнă.
Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕн чи лайăх талисманĕн конкурсне 2020 çул пуçламăшĕнче пĕлтернĕ. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ выляса илет. Сасăлама пурте пултараççĕ. Конкурсра камсем çĕнтерни çинчен информацие ВПН-2020 (strana2020.ru) сайтра пичетлеççĕ.
Читайте нас: