Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Нарӑсӑн 2020, 17:06

«Пушкăртстана хамăр ачасем валли, пулас ăрусем вали сыхласа хăвармалла тата вăйлатмалла»

2020 çула пушкăрт чĕлхин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн пуçарăвне ырласа 2020 çула Пушкăрт чĕлхин çулталăкĕ тесе йышăннă.
Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2019 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче V Пушкăртсен пĕтĕм тĕнчери Курултайĕнче каланинчен: «…Хамăр çĕр çинче яваплă хуçасем пулас тесен, пирĕн ăнăçуллă çынсем пулмалла. Пушкăртстана хамăр ачасем валли, пулас ăрусем вали сыхласа хăвармалла тата вăйлатмалла. Вĕсенче пире пирĕн ăру пуçараканĕсем парса хăварнипе тирпейлĕ тыткаланма вĕрентмелле»…
Калтасă районĕнче «Без башкорттар» историпе культура центрĕ, Салават районĕнче Пĕтĕм Раççей литература центрĕ йĕркелесси пирки ыйтăва çĕкленĕ. Пушкăрт йăхĕсен парадне ирттересси те лайăх шухăш, çакă наци культурине пулăшмалли элемент пулĕччĕ.
Пушкăрт чĕлхине вĕренме пулăшас тĕллевпе ачасем валли Интерактивный башкирский», «IQ БалаБаш», çитĕннисем валли «Инофонбаш» приложенисем, «Эллэсе» вăйă тунă. Нумай пулмасть «Россия-24 Башкортостан» телеканалра «Красивый башкирский» кăларăм пуçланнă, вĕсем чĕлхене лайăхрах пĕлме май параççĕ.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: